Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑхӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Етӗрне округӗнчи Тури Ачак ялӗнче пурӑнакан Мария Маркова социаллӑ контракт ҫырса сыр пӗҫерме тытӑннӑ. Кун пек ӗҫлеме ӑна амӑшӗ Любовь Анатольевна сӗннӗ. Вӑл та унччен социаллӑ контракт ҫырса ӗнесем туянма патшалӑхран укҫа илнӗ.

«Пирӗн сӗт пулсан сыр тума тытӑнтӑмӑр. Малтан хамӑр валли кӑна, кайран клиентсем тупӑнчӗҫ. Халӗ пирӗн сыр пӗҫерме йӑлт пур. Соцконтракт укҫипе лайӑх оборудовани туянса сыр ассортиментне пуянлатасшӑн», — каласа кӑтартнӑ Мария.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12901
 

Ял хуҫалӑхӗ
ru.sputnik.kg сайтри сӑн
ru.sputnik.kg сайтри сӑн

Хӗл ӑшӑ тӑрать. Шартлама сивӗ марри паха-ха. Анчах Раҫҫейри темиҫе регионта саранча ӗрчес хӑрушлӑх пур. Кун пирки Россельхозцентр асӑрхаттарать.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек хӑрушлӑх Аҫтӑрхан, Волгоград, Иркутск, Ҫӗнҫӗпӗр, Ӗренпур, Самар, Чӗмпӗр, Челепи облаҫӗсем, Алтай, Краснодар, Ставрополь крайӗсем, Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт, Дагестан, Ингуш, Калмӑк, Хакас, Чечня, Якут республикисенче пур.

«Саранча темиҫе тапхӑрпа аталанать, ку вара уйрӑмах хӑрушӑ. Ҫавӑнпа вӑхӑтра мерӑсем йышӑнмалла. Хӑш-пӗр регионти аграрисем хурт-кӑпшанка вӑхӑтра асӑрхас тӗллевпе уй-хирте пурӑнаҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Лару-тӑрӑва тишкерсех тӑратпӑр. Кирлӗ пулсан инсектицидсене сапма авиаципе тата ытти техникӑпа усӑ курӑпӑр», — пӗлтернӗ Россельхознадзорта.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19475
 

Ял хуҫалӑхӗ

Пуш уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче «МТВ» суту-илӳ центрӗнчӗ «Ҫӗрулми» курав иртӗ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.

Куравӑн хӑйӗн талисманӗ пулӗ. Халӗ ун валли ят шыраҫҫӗ.

«Щерулмишка», «Картуша» тата «Бульба-Бадди» – хальлӗхе ҫак виҫӗ ят пур. Анчах тӳре-шара кунпа ҫырлахасшӑн мар, тата ятсем сӗнме калаҫҫӗ. Сӗнӳсене ЧР Ял хуҫалӑх министерствин «Контактри» ушкӑнӗнче йышӑнаҫҫӗ. Унта ятсем сӗннӗ ӗнтӗ: «Картофан», «Картошечка Фиона», «Уммка», «Корней», «Умик», «Парангик», «Пататоша», «Картоша», «Картошкин», «Пан Улмич», «Петруччи», «Гулявый», «Зубоус», «Уммашка».

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫул «Ҫӗрулми» курав Шупашкарти МТВ-центрта иртӗ. Ӑна пӗлтӗр те унтах йӗркеленӗччӗ.

Ҫитес ҫул кура пуш уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче иртӗ. Унта ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсем, ӑсталӑх класӗсем, конкурссем, дегустацисем пулӗҫ. Ҫынсем селекцири ҫӗнӗлӗхсемпе паллашма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех куравра ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хатӗрсем, техника, оборудовани пулӗҫ.

Палӑртмалла: курава ЧР Ял хуҫалӑх министерстви, А.Г.Лорх ячӗллӗ ҫӗрулмине тӗпчемелли федераци центрӗ, «Агро-Инноваци» йӗркелеҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Кирил Степанов архивӗнчи сӑн
Кирил Степанов архивӗнчи сӑн

Элӗк округӗнчи ҫамрӑк, фермер Кирилл Степанов «Манӑн Ҫӗр – Раҫҫей» конкурсра ҫӗнтернӗ. Чыслав ӗнер Мускавра иртнӗ.

Кирилл «Блогосфера» номинацире палӑрнӑ. Вӑл ял хуҫалӑхне аталантарать, видеоблог ертсе пырать. Унта хӑйӗн ферминчи ӗҫ-хӗл пирки шӳтлесе каласа парать. Палӑртмаллла: унӑн телеграм-каналӗнче – 7 пин, «Контактри» страницинче 30 пин ҫын.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18214
 

Ял хуҫалӑхӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ял хуҫалӑхӗ енӗпе ӗҫлӗнӗ чи лайӑх муниципалитетсене палӑртнӑ. Вӗсем – Красноармейски, Шупашкар тата Муркаш округӗсем.

Чи лайӑххисене палӑртнӑ чухне ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен йышне, суту-илӳри тупӑша, тыр- пул тухӑҫне, выльӑх-чӗрлӗх йышне шута илнӗ. Сӗт суса, аш туса илессине те шута илнӗ.

Ҫак виҫӗ муниципалитета 150-шар пин тенкӗ парӗҫ. Ку, укҫапа территорисене хӑтлӑлатӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12041
 

Персона

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн студенчӗ Никита Громов Пӗтӗм тӗнчери «Агроинновации: путь к устойчивому развитию» конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӑл купӑстана амантмасӑр пуҫтармалли хатӗр шухӑшласа кӑларнӑ.

Никитӑн проекчӗ хальхи технологисем ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшнине кӑтартать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_11977
 

Ял хуҫалӑхӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Кӑҫал ҫанталӑк тыр-пула, пахча ҫимӗҫе пухса кӗртме май парать.

Ял хуҫалӑхӗнче кӗрхи ӗҫсен статистики аван. Паянхи кун тӗлне ҫӗрулмин 83 процентне кӑларнӑ - 87,5 тонна «иккӗмӗш ҫӑкӑр» пухса кӗртнӗ. Пахча ҫимӗҫе лаптакӑн 75 проценчӗ ҫинчен пуҫтарнӑ. Пӗтӗмпе 11,9тонна

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_70897
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти элеватор ҫӑнӑх авӑртакансен конкурсӗнче каллех ҫӗнтернӗ. Предприяти «Лучшая мельница России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх арман) статуэткӑна тивӗҫнӗ. Сумлӑ ҫак наградӑна элеватор тӑххӑрмӗш ҫул тивӗҫет иккен.

Шупашкарти элеватор «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» акционер обществин филиалӗ шутланать. Унта ҫулсерен 200 пине яхӑн тонна тырӑ тирпейлеҫҫӗ, 140 пин тонна ытла продукци туса кӑлараҫҫӗ. Предприяти ҫӑнӑхпа Чӑваш Ене тивӗҫтернипе пӗрлех продукцие ҫӗршыври 17 региона тата Узбекистана, Казахстана, Таджикистана ӑсатать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/3873
 

Ял хуҫалӑхӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре уҫма палӑртнӑ «Пехет» агромаркет Раҫҫейӗн наци центрӗн Чӑваш Енри филиалӗ пулса тӑрӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн Правительствинчи канашлура сӳтсе явнӑ.

Аса илтерер: асӑнӑ агромаркетра республикӑра туса илекен ял хуҫалӑх продукцине сутма пуҫласшӑн. Вӑл Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗн аялти хутӗнче ӗҫлӗ.

«Унта Чӑваш Енри ӳсӗмпе паллаштарма меллӗ пулӗ. Тӗрлӗ мероприятипе те курава та унтаирттерме май килӗ», — тенӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 96
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 16

2007
18
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын